|
Ял пурнӑҫӗ
Тӑвай районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсем ветерансемпе тӗл пулассине йӑлана кӗртнӗ. Вырӑнтисем шкулсенчи учительсемпе вӗренекенсем «Юнашар пурӑнакан ветеран» акци ирттереҫҫӗ тесе хыпарлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра шкул ачисем кил-тӗрӗшре кӑна мар, сӑвӑсем вуласа параҫҫӗ иккен. Нумаях пулмасть Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи шкул ачисем Алексей Иванов ватӑ патӗнче пулнӑ. Вӑл — педагогика ӗҫӗнче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫын. Ачасем Алексей Иванович кил хушшине юртан тасатса панӑ. Ватӑ ачасене кӑна мар, шкул коллектвине те чунтан тав тунӑ. Ҫапла пулӑшни, ун шучӗпе, гражданла яваплӑха ӳстерет, ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет. Ольга Григорьева, Денис Иванов, Ольга Никифорова, Ольга Николаева, Павел Тимофеев, Андрей Гурьев, Петр Гурьев, Алла Яковлева уйрӑмах палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре «халӑх инвентаризацийӗ» пуҫланать. Ӑна усӑ курман ҫӗрсене палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ун пеккисен «йӗрӗ» ҫине ҫынсем тӗллесе кӑтартни тӑрӑх ӳкӗҫ. Инвентаризаци «ялсен ҫӗрӗсем» шутланакан категорири ҫӗрсене пырса тивӗ. Хӑйне евӗр ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттерме палӑртнӑ: пӗрремӗшӗнче усӑ курман ҫӗрсене тупса палӑртӗҫ. Ҫӗрпе тӗллевлӗ усӑ курман ҫӗр пирки те тепӗр кӳршӗ-аршӑ ним мар ҫӑхавлӗ тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Иккӗмӗш тапхӑрта, ку ӗҫе юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ирттерме йышӑннӑ, ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗсен базине хатӗрлӗҫ. Инвентаризаци 2015 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗччен пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ ялӗнчи культура центрӗнче хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ ҫӗр уҫма хутшӑннӑ ҫынсенчен пӗринпе, Михаил Ивановпа, тӗлпулу ирттернӗ. Ӑна ҫӗнӗ ҫӗр уҫнӑранпа 60 ҫ-ул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ. Михаил Иванов 1959-мӗш ҫулта, ун чух вӑл вун тӑххӑрти каччӑ пулнӑ, ҫӗнӗ ҫӗр уҫма тухса кайнӑ. Вӑл Казах ССРӗнчи Макински районти «Амангельды» совхоза лекнӗ. Унта ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл Ял хуҫалӑх механизацийӗн Сталин училищинче тракториста вӗреннӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, тӑрӑшӑвне кура ӑна унтах хӑварасшӑн тенӗ. Анчах тӑван кил туртӑмӗ вӑйлине кура вӑл икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн таврӑннӑ та «Звезда» колхозра тракториста кӳлӗннӗ. Кӑштахран ӑна машинӑпа трактор паркӗн юсав мастерскойӗн ертӳҫине лартаҫҫӗ. Ҫак ӗҫре вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
Хӗле ӑстасси — хаваслӑ йӑла. Тӑвайсем вара пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫеҫ хӗлпе савӑнӑҫлӑн сывпуллашнӑ. 11:00 сехетре «Как Иван Царевич спас весну-красу» (чӑв. Иван Царевич ҫуркунне пикине ҫӑлни ҫинчен) театр представленийӗ пуҫланнӑ. Тӑвай районӗн администрацийӗн пуҫлахӗ Владимир Ванерке район ҫыннисене тата хӑнасене уяв ячӗпе, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламланӑ. Тӑвайсен уяв программи анлӑ пулнӑ. Ял тӑрӑхӗсенчи культура ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем театр представленийӗсем кӑтартнӑ. Уява килнисем тӗрлӗ вӑйӑра, конкурсра ӑмӑртнӑ, кашниех хӑйӗн ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Кунта темиҫе спорт лапамӗ ӗҫленӗ: канат туртасси, йӗлтӗр эстафети, кире пуканӗ йӑтасси, михӗсемпе ҫапӑҫасси, волейбол. Паллах, уяв тӗп ҫимӗҫсӗр иртмен. Пурте ҫуркуннехи сарӑ хӗвел пек ҫаврака икерчӗсемпе хӑналаннӑ. Вӑйӑсем, конкурссем, юрӑ-ташӑ уява ҫитнисене хаваслӑ кӑмӑл парнеленӗ. Хӑшӗ-пӗри хӗле ӑстмашкӑн ҫемйипех килнӗ. Йӑлапа килӗшӳллӗн уяв вӗҫӗнче карчӑка ҫунтарнӑ. Вӑл — хӗл палли, хӑйӗнпе пӗрле сивӗ кунсене илсе каять, ҫуркуннене ҫул парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
Самана хӑйӗн еккипе чупнӑ май халӑхан та пурнӑҫпа тан утмалла. Хальхи вӑхӑтра компьютерпа, тетелпе ӗҫлеме пӗлмесен кун пирки калаҫмалли те ҫук ӗнтӗ. Ҫамрӑксен ҫак техникӑна алла илнине, унпа ҫӑмӑллӑнах усӑ курнине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Аслӑрах ӳсӗмрисем ҫак ӗҫе хӑнӑхса пыраҫҫӗ ҫеҫ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пенсионерсем ҫамрӑксенчен юласшӑн мар. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӗнӗлех кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫапла-ҫапла, ан тӗлӗнӗр: тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскерсем компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Комьютерпа ҫӑмӑллӑнах «калаҫас» пулсан малтанах ансаттинчен тытӑнмалла. Кукашни вӑтам шкулӗнче тивӗҫлӗ канӑва тухнисене вӗрентмешкӗн занятисем ирттереҫҫӗ. Пӗрремӗш урока физика учителӗ Елена Васильевна Ястребова ирттернӗ. Вӑл компьютер, «шӑши» мӗнле ӗҫленине ӑнлантарнӑ. Урока килнисем папкӑсем тума хӑнахнӑ, Microsoft Word программӑра текст наборланӑ, ӑна редакцилемелли хатӗрсемпе уҫа курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Уяв саманчӗ Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкулта Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен уявӗ умӗн шкулти тӗрлӗ кружокри вӗренекенсем ҫемьене халалласа «Пухӑнтӑмӑр, ай-хай, тӑвансем» ятлӑ уяв ирттерчӗҫ. Шкулти «Шанчӑк» фольлор ушкӑнӗ Н.В. Серебрякова ертсе пынипе «Тух-ха, Ванюк, урама», юрӑпа пухӑннисене уява чӗнчӗ. Улаха килнӗ аннесемпе асаннесем ку ансамбль юррисене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. «Юнисс» таврапӗлӳ кружокне ҫӳрекенсем Т.Н. Андреева ертсе пынипе пухӑннисене музейри экспонатсемпе паллаштарчӗҫ: уйран ҫӳпҫипе тата кӗнчелеҫҫи ҫинчен каласа пачӗҫ. Чылай ҫамрӑк юлашки вӑхӑтра кӗнчеле арлама пултараймасть, хӑнасем ҫӑм арласа кӑтартрӗҫ. Шкулта «Телемикс» телевидени (ертӳҫи — Г.В. Мурзина) ҫемье ҫинчен фильм кӑтартрӗ. Атликасси ялӗнче клуб ертӳҫи пулса 30 ҫул ытла тӑрӑшнӑ Лидия Ивановна Матвеева ҫемье ӑшши ҫинче чарӑнса тӑчӗ. 7 ача амӑшӗ Рыбакова Раиса Венедиктовна «Сӑр ен» ансамбле хаваспах хутшӑнать, вӑл крючокпа ҫыхас ӑсталӑхпа паллаштарчӗ, хитре юрӑ шӑрантарчӗ. Ҫемьере килӗшӳ пулсан ҫемье телейлӗ, ҫӗр ҫине кашни этем телей курма ҫуралать, пурне те ҫемье ӑшшине туйса ҫитӗнме пил парса пухӑннисем пурте пӗрле «Пухӑнтӑмӑр, ай-хай, тӑвансем» юрӑпа уява вӗҫлерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
Ӗҫлеме чӑваш арӗ-арӑмӗ ют региона ҫӳренине пӗлетпӗр-ха. Каҫал енче те инҫете тухса каяҫҫӗ. Районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр кашни ҫулах ӗҫсӗр ҫынсене Мускав, Чулхула тата Воронеж облаҫӗсене ӑсатни пирки хыпарлать район администрацийӗн сайчӗ. Акӑ, паянхи кун асӑннӑ центр урлӑ кӑна Мускав облаҫӗнче Комсмольски тӑрӑхӗнчи 4 ҫын ӗҫлет. 2014 ҫулта пӗтӗмпе 15 ҫынна республика тулашӗнче ӗҫпе тивӗҫтерме планланӑ иккен. Пуш уйӑхӗнче Чулхула облаҫӗнчи «Монтаж-энерго», Воронеж облаҫӗнчи «Красинское», Тула облаҫӗнчи «Нива» тулли мар яваплӑ обществӑсене рабочисене ӗҫлеме ӑсатӗҫ. Ҫывӑх кунсенче Мускав хулине тата Волгоград облаҫне кайма кӑмӑл пуррисене ярассине пӗлтереҫҫӗ. Ӗҫ килӗшӗвне пӗр уйӑхран кая мар вӑхӑта ҫирӗплетмеллине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпара вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Светлана Ермакова пуҫлӑх йӗлтӗрҫӗсем валли ҫулсерен ӑмӑрту ирттерет иккен. Хальхинче те халӑх йышлӑ пухӑннӑ. Тупӑшӑва кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри, Тутар Республикинчи Пӑва районӗнчи спортсменсем те пырса ҫитнӗ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн чемпионӗсемпе призерӗсем Денис Ермолаев, Дарья Ермолаева, Евгений Карпов, Елена Иванова, Кирилл Степанов та пулнӑ. Ҫавсемпе Шӑмалак шкул ачисем — Светлана Сергеева, Роман Романов, Семен Львов, Ирина Матвеева — тивӗҫлипе тупӑшнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Александр Ермолаев йӗлтӗрҫӗсене хӑй ятӗнчен парнесемпе хавхалантарнӑ. Александр Гаврилов усламҫӑ тутлӑ апатпа хӑналанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалласа Тӑвайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче «Чӑн-чӑн паттӑрсем — 2014» шоу-программа иртнӗ. Унта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене ҫӳрекен 11 арҫын ача хутшӑннӑ. Конкурс тӑватӑ пайран тӑнӑ. Пӗрремӗшӗнче пӗчӗкскерсем хӑйсем тата хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ, чун киленӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Пӑхаттир вӑйӗ» тата «Тутлӑскер» конкурсра та пӗчӗк каччӑсем маттур пулнӑ. «Килти ӗҫ» тенинче ачасене пултарулӑха кӑтарттарнӑ. «Чӑн-чӑн пӑхаттир» ята Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Артем Хвостов тивӗҫнӗ. Ыттисене те кӳрентерес темен — номинант ятпа хавхалантарнӑ. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗрпӳ районӗнчи фермер ӗҫӗ ҫине тин ҫеҫ тӑракан фермер симӗс сухана шывра ӳстерет. Ку технологие анӑҫри ҫӗршывсенчи ҫӗр ӗҫченӗсем усӑ кураҫҫӗ. Кун пек мел пирки Михаил Михайлов фермер тӗнче тетелӗнче вуласа пӗлнӗ. Фермер хуҫалӑхне аталантарма вӑл патшалӑх паракан пулӑшупа усӑ курнӑ — грант выляса илнӗ. Укҫапа икӗ хутлӑ производство базине теплицӑпа пӗрле туса лартнӑ. Хальлӗхе унӑн теплици 175 тӑваткал метр йышӑнать. Фермер сӑнанӑ тӑрӑх, 45 сантиметртан вӑрӑм мар симӗс сухана халӑх уйрӑмах юратса туянать. Тӑкаксене саплаштарма ҫулталӑкра 3 тонна ӳстермелле. Фермер ун чухлӗ туса илме пуҫласса шанса ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
